Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.1 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: муркаш районӗ

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геральд Салдимиров 70 ҫул тултарнӑ.

Геральд Прокопьевич биатлон енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен чемпионӗ ята тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен хӗллехи спартакиадинче бронза медале тивӗҫнӗ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне йӗлтӗр секцине ҫӳренӗ. 1993 ҫулта Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Халӗ вӑл Шупашкарти 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче тӑрӑшать. Геральд Прокопьевич 10 ытла Раҫҫейӗн спорт мастерне вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсен йышӗнче тӗнче, Европа чемпионӗсемпе Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫисем пур.

 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Владимир Осетров водителе «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Владимир Аркадиевич 40 ҫул ытла Муркаш районӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ӗҫлет. 1984 ҫулта вӑл унта слесарь пулса вырнаҫнӑ, кайран водительте тимлеме пуҫланӑ. Халӗ вӑл грузовиксемпе те ҫӳрет, кӑткӑс ял хуҫалӑх техникине те ҫӑмӑллӑнах итлеттерет. Хӑйӗн опычӗпе ҫамрӑк специалистсене те паллаштарать.

 

Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Россельхознадзор управленийӗн ӗҫченӗсем «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче качакапа ҫула тухнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Мӑйракаллӑ пӗчӗк выльӑха пӗр ҫын Муркаш районӗнчен Патӑрьел районне турттарса каясшӑн пулнӑ. Анчах выльӑхӑн ветеринари докуменчӗ пулман.

Надзор ведомствин инспекторӗсем качака хуҫине асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Муркаш округӗнчи Турай тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ольга Краснова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Ольга Дмитриевна Уйкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклах колхоз ӗҫне кӳлӗннӗ, фронта кайнӑ арҫынсен вырӑнне тӑрӑшнӑ.

Вӑл – тыл ӗҫченӗ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑшӑн ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-63514009_13173
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 3 сехетре Муркаш округӗнчи заправкӑра машина ҫунса кайнӑ. Ку Ивановка ялӗ патӗнче пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем ҫунакан «Рендж Ровер» иномаркӑна часах сӳнтернӗ, ҫулӑма юнашарти бензоколонкӑсем ҫине куҫма паман.

Шел те, инкекре машинӑн 42 ҫулти хуҫи шар курнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217612958_4747
 

Персона
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх дворниксене чысланӑ, ҫав йышра Тамара Тарасова та пулнӑ.

Тамара Львовна 65 ҫулта, вӑл Шупашкарта дворникре ӗҫлет. Ку профессире 17 ҫул тӑрӑшать. Тамара Львовна кашни ир ӗҫе Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗртен килет.

«Мана килӗшет хамӑн ӗҫ. Эпӗ профессионал пуль ӗнтӗ. Эпӗ пӑхса тӑракан ҫуртсенче лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, мана хисеплеҫҫӗ», – тет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_81859
 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи тӳре-шара тӑлӑхсене япӑх хваттер туянса панӑ. Район пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки республикӑн прокуратуринче хыпарланӑ.

Тӑлӑхсене Мӑн Сӗнтӗрте хваттер туянса панӑ. Вӗсем санитари тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. Хыснана 13 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

2022 ҫултанпа Муркаш районне Алексей Матросов ертсе пырать иккен, 2018-2022 ҫулсенче вӑл муниципалитет пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — тӗплӗ юсав пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Муркаш округӗнче Паташлӑх автоиспекцийӗ васкавлӑ медпулӑшу бригадине кӗрт ӑшӗнчен тухма пулӑшнӑ.

Васкавлӑ медпулӑшу бригади пациент патӗнче пулнӑ, ӑна пулӑшу панӑ хыҫҫӑн каялла кайма тухнӑ. Анчах Йӳҫкассинче вӗсем юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Ку ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре пулнӑ.

Тухтӑрсем инҫех мар дежурствӑра тӑракан Паташалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полици лейтенанчӗ Николай Кулюкин, Руслан Прокопьев стажер тата взвод командирӗн ҫумӗ Павел Кокшин машинӑна юр ӑшӗнчен алӑпа тӗксе кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу машини малалла дежурствӑна кайнӑ.

 

Раҫҫейре
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарьсем Чӑвашра ӗҫлеҫҫӗ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче тимлекен Саида Колдашова тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Галина Чернышёва «Раҫҫейри чи лайӑх педагог-библиотекарь» конкурс призёрӗсем пулса тӑнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта хыпарланӑ.

Конкурса 89 регионтан 3000 яхӑн заявка тӑратнӑ, 300-шӗ финала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16750
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 110
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть